Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен йӑлана кӗнӗ «Акатуй — Сабантуй» уявне паллӑ тунӑ. Ыхраҫырми тата Чӑваш Ишекӗ ҫыннисем, хӑнасем лапама пухӑннӑ.
Малтанах уява пухӑннисене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тутар ялӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн председателӗ Решит Санзяпов тата ыттисем саламланӑ.
Яланхи пекех ҫак уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсене чысланӑ. Ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗнчи ытти тытӑмра вӑй хуракансем, хастар ҫынсем Хисеп хутне, Дипломсене, Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ, Ыхраҫырми шкулӗн ташӗ ушкӑнӗ, Хусантан килнӗ артистсем «Акатуй — Сабантуй» уявне пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Уявра кашниех тӗрлӗ конкурса, вӑййа хутшӑнма, вӑй виҫме пултарнӑ. Кире пуканне йӑтасси, наци тата ирӗклӗ кӗрешӳсем каҫченех пынӑ.
Патӑрьел районӗнчи Первомайски вӑтам шкулӗнче хӑнара паян чӑваш писателӗ, вӑл тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Михаил Юхма пулнӑ. Вӑл ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Вӗренекенсем ҫыравҫӑн пурнӑҫепе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ май ыйту ҫине ыйту пачӗҫ тесе хыпарлать Первомайски ял тӑрӑхӗ.
«Сӑмах май, ака уйӑхӗнче паллӑ ҫыравҫӑ 78 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Ҫав-ҫавах мӗн пуррипе ҫырлахмасть иккен, малалла та ҫавӑн пек хавхаланса ӗҫлес, вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарас туйӑмпа пурӑнать», — тесе хыпаралаҫҫӗ унтисем.
Тӗлпулура ачасемпе вӗрентекенсем Юхман чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекисемпе паллашнӑ, сутӑн илсе вулас текенсем те тупӑннӑ.
Юлашкинчен ҫыравҫӑпа пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗнче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк экологсен слечӗ иртнӗ. Мероприятие «Сӑрҫи» заповедник, «Эткер» центр тата ЧР Ҫамрӑксен экологи дружини йӗркеленӗ.
Слета 5 команда хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк экологсем виҫӗ кун тупӑшнӑ. Вӗсем театрализациленӗ сценкӑсем кӑтартнӑ. Ачасем экологи сукмакне тунӑ. Палӑртнӑ маршрутра вӗсем ҫутҫанталӑк объекчӗсене шыранӑ, вӗсем пирки экскурсантсене каласа кӑтартнӑ. Жюри членӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Йывӑр конкурссем те пулнӑ. Ачасен экологири, биологири пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ. Слетра ачасен тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑри С.М.Михайлов ячӗллӗ шкул ҫумӗнчи Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн «Foresters» команди ҫӗнтернӗ. Патӗрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти «Карӑш» экологипе биологи центрӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртампа Шупашкар районӗнчи Янту ялӗсене кӑҫал пӗтӗмӗшле тата пур енлӗ аталантарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ялсене конкурс ирттерсех суйласа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма хыснаран укҫа-тенкӗ илес шухӑшлисем татах пулнӑ-ха. Анчах тупра пурне те харӑс лекеймӗ. Кӑҫал, ав, Шӑнкӑртампа Янтӑва суйланӑ. Вӗсене пӗтӗмпе 81,6 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна вӗсем ялсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма ярӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Янту ялӗн сӑн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хакласан, урамра вак чул та пулин сарсан аван. Сарӗҫ те-и тен...
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫулталӑк призывникӗ» конкурс иртнӗ. Мероприятие «Фламинго» ташӑ ушкӑнӗ пуҫланӑ.
Карапай Шӑмаршӑ тата Пуянкасси ял тарӑхӗсенчи ултӑ призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Петр Иванов пулас салтаксене ӑнӑҫу суннӑ. Призывниксем ҫак кун пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ паркӗнчи палӑк патне гирлянда хунӑ.
Пулас салтаксем автомата сӳтсе пуҫтарнӑ, противогаз тӑхӑннӑ, 16 килограмлӑ кире пуканне икшер йӑтнӑ.
«Ҫулталӑк призывникӗ» конкурсра Николай Шиллер (Шӑмӑршӑ шкулӗ) 1-мӗш, Алексей Сергеев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 2-мӗш, Никита Яковлев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (15)
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ултӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсене тата медальсене тивӗҫнӗ.
«Ашшӗ-амашӗн мухтавӗ» ордена Куславкка районӗнчи Маркидановсем тата Улатӑрти Савенковсем тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Вӗсем — Патӑрьел районӗнчи Бурчаклысем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Григорьевсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Егоровсем тата Вӑрмар районӗнчи Силлеровсем (вӗсем пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ).
Ҫак ҫемьесем ачасене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Акӑ Маркидановсен 7 ача, Савенковсен вара — ытларах. Хӑйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Калуга облаҫӗнче «Этнотӗнчери вӗлле хурчӗсен тӗнчи» курав тата «Хальхи вӑхӑтра вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси тата тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татасси» тӗнчери ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑсчахсем, утарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Конференцие Чӑваш Республикинчен 4 ҫын хутшӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Патӑрьел районӗнчи Н. Пирожков зоотехник-утарҫӑ вырӑнти район хаҫатне.
Италинчен килнӗ ученӑй-утарҫӑ, сӑмахран, пыл ҫӗнӗлле илес енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ иккен. Вӗлле хурчӗ тытакансене кирлӗ оборудованисемпе, насоссемпе, кӑрчама хатӗрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллаштарнӑ. Казахстанра, ав, утарҫӑсене патшалӑх процентсӑр кредит парать, утарсем йӗркелеме вырӑнсем уйӑрса пулӑшать-мӗн. Вӗлле хурчӗсене сиплеме епле препаратсемпе усӑ курние те паллаштарнӑ.
Патӑрьел районӗнче ача-пӑча программисене чи лайӑх ерсте пыракана палӑртассипе конкурс иртнӗ. Ӑна тапхӑрпа йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва ачасене хушма пӗлӳ паракан центр пӗрлешӗвӗсем хутшӑннӑ. Ку вӑл конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнтӗ.
Хальхинче «Ертсе пыракан шкулӗ» (педагогӗ А.В. Антонова), «Флористика» (педагогӗ Л.А. Раськина), «Тӗлӗнтермӗш киҫтӗк» (педагогӗ И.А. Филиппова) пӗрлешӳсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ.
Кружок ачисен кӗске сӑмахҫаврӑнӑшне хӑвӑрт калассипе, хитре калаҫассипе, фантази кӑтартассипе, юратнӑ уявсемпе паллаштарассипе «ала витӗр» тухма тивнӗ.
Ача-пӑчан шоу-программисен чи лайӑх ертӳҫи ята Ирина Захарова, вӑйӑ программисене ертсе пырассипе Ризиля Шрша, чи лайӑх калаҫнипе Айдар Камалетдинов ҫӗнтернӗ. Анастасия Пизенова «Чи ҫутӑ ҫӑлтӑр» пулса тӑнӑ.
Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш.
Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн.
Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ.
«Алӑкран кӑларса ярсан чӳречерен килсе кӗрет, — теҫҫӗ иккен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Вера Барко пирки учительсем. Ачаранпах спортпа туслӑскер биатлона, акватлона, шывра ишессине, чупасси-сикессине кӑмӑллать тесе хыпарлать «Чӑваш хӗрарӑмӗ».
«Зарницӑсене» Вера 7-мӗш класран тытӑнса пӗр сиктерми хутшӑнать-мӗн. Шел те, унӑн амӑшӗ ҫамрӑклах ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Ун чух виҫҫӗре пулнӑ хӗр пӗрчӗк ҫывӑх ҫыннине лайӑх астумасть те иккен. Кайран ашшӗ те чирлесе пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Халӗ Вера куккӑшӗпе инкӗшӗ патӗнче пурӑнать.
Хӗр 11-мӗш класс хыҫҫӑн Вологдӑри ҫар училищине каяс ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Ҫар психологӗ пуласшӑн-мӗн. Сӑмах май, хӗрсене ҫӗршыври ултӑ училищӗре йышӑнаҫҫӗ иккен: Сарӑту облаҫӗнчи Вольск ҫар училищинче, Питӗрти транспорт тата тыл академийӗнче, Пензӑри артиллерипе инженери институтӗнче, Ростоври ракета ҫарӗсен ҫар институтӗнче тата Новочеркасскри аслӑ ҫар училищинче. Ҫулсерен Раҫҫей ҫар училищисене 20–30 хӗре ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ иккен. Конкурс калама ҫук пысӑк-мӗн — пӗр вырӑна 40 ҫын.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |